Арçури, (арз'ури), то же, что ар-çури. Могонин. Ар-çури çынтан пулнă усал. Ĕлĕкхи çынсем турра та сута та пĕлмен, Çавсем, йалта пĕр канаш туса, кам усал ĕç тунӑ, кам ырӑ ӗç тунă, нікама та калама хушман; çапла вĕсем пӗрне пĕри тупа туса ђарнӑ. Кам суккăр, куçсăр, холхасӑр, сусăр (больной), оксак, ӗçлеме полтарими ват çынсене тӑрантарасран хӑраса, вăрмана илсе кайнă та, çапса вĕлернĕ. Вилнĕ ђох мĕлле кăшкӑрса вилнĕ, çавнашкал вăрманта кӑшкăрса çӳренĕ вӗсен ђунĕсем. Çавсене вара арçурисам тенĕ.