Kuranta kvanto de vort-artkoloj: /55000  

Ака пӑтти [1:80-82]

Ака пăтти, (ага пŏττиы, пы̆ττиы) sacrificium Tschuvaschorum, quod. Fit tempore verno, semente peracta, ita dictum, quia eius faciendi causa puls coqui solet. Моленье кашей по случаю окончания ярового сева. См. Магн., 24. Сред. Юм. Тыр акса пĕтерсен кộлаçсĕм, çăмартасем, пăтă пĕçерсе асăнса çийеççĕ, çавна ака пăтти теççĕ. По окончании сева приготовляют и едят с молитвой белый хлеб, яйца и кашу; это называется «ака пăтти». Н. Карм. Ака пĕтерсен ака пĕтсессĕн ака пăтти ђӳклеççĕ. Унта пӑтӑ пӗҫереҫҫӗ, пашалу тăваççĕ. Ака пăтти ђӳкленĕ ђух çăмарта пĕçереççĕ, çынсерен, ăна вара пăтă çине йарса çийаççĕ. После сева совершают моленье кашей, при чем варят кашу и пекут лепешки. Во время этого моленья варят яйца, по числу присутствующих, и едят их, положив в кашу, Н.Седяк. Ака туса пĕтерсен ака пăтти ђӳклеççĕ. Çăмарта, пăтă пĕçерсе ђӳклеççĕ. Сĕтеле урай Варне лартаççĕ. Вара килти ватă ак çапла каласа ђӳклет. Ђӳклеђђен кĕрĕк тăхăнса хул-хушшине çĕлĕк хĕстерет. «Эй, турă, пĕсмӗлле! Акнă тырă аван пултăр, пĕр пĕрђĕрен пин пĕрђĕ пултăр. Пĕвĕ хăмăш пек, пултăр, пуҫӗ ђакан пук пултӑр. Иксĕлми ырлăх пар, ана тулли сурат, анкарти тулли капан пар….. Амин. Ан пăрах, турă, çырлах». Ӳксе пуççапăт̌, турра асăнса, виç хут. Ђӳклесе пĕтерсен пĕр çăмарта хăвараççĕ, ăна вăрлăх çăмарти теççĕ. Вăрлăх çăмарти валлi ђăн пĕђĕк çăмарта хăвараççĕ, çăк пĕђĕк çăмартана автан çăмарти теççĕ, ђăх çăмарти темеççĕ. Кăвакарђăн çăмарти пек анђах пулат̌ вăл. Пĕђĕк, автан çăмарти пулмасан пысăк çăмарта хăвараççĕ, çав çăмартана çăкăр татăкĕ варрине хурса ана çине илсе кайса касă айне хураççĕ. Çапла ака пăтти ђӳклесси пĕтет. Ĕлĕкрех ака пăттине ана çинђех хирте ђӳкленĕ, халĕ килте. После весенней пашни и сева совершают моленье кашей. Приносят в жертву яйца и варят кашу. Ставят посреди избы стол, а на него―кашу в котле; потом старший в доме, надев на себя полушубок и заткнув подмышку шапку, молится так: «Во имя бога! Боже, уроди нам хорошего хлеба; пусть от одного зерна будет тысяча. Пусть он будет ростом с тростник, а колосом с верхушку палочника (typhe). Подай нам неистощимое богатство: полон загон кладей, полно гумно скирд… Аминь. Не оставь, боже, и прими жертву». Призвав имя божие, он кланяется в землю трижды. По окончании моления оставляют одно яйцо, которое называют семянным яйцом. Для этого берется самое маленькое яичко, которое зовут петушиным, а не куриным, и которое бывает величиною не больше голубиного. Если нет такого яичка, то берут большое (т.е. обыкновенное) яйцо. Это яичко вкладывают в кусок хлеба и зарывают на загоне, под бороздою. Так оканчивается моленье. В прежнее время это жертвоприношение совершали в поле, а теперь ―дома. Ђăв кĕл. 14°. Ака пăтти кĕлли. «Йе пĕсмĕлле, ырă турă, çырлах! Виç тĕслĕ тырă-пулăшăн асăнатăп-витĕнетĕп тайлă (lege: тайла) пуçпа, ăшă питпе, тутлă ђĕлхепе. Пĕр пĕрђĕ акса пин пĕрђĕ илмелĕхне пар. Тăрри ђакан пек, тĕпĕ хăмăш пек пултăр. Выççа килекене тăрантарса йамалăхне, сивве шăнса килекене ăшăтса йамалăхне пар. Амин». Молитва, произносимая при молении кашей. «Во имя бога! Помилуй, святый боже! Прибегаю к тебе и молю тебя о трех родах хлеба, обращаясь к тебе и молю тебя о трех родах хлеба, обращаясь к тебе с поклонною головою, с приветливым взором и сладкими речами. Сподобь нас от одного посеянного зерна получить тысячу. Пусть верхушка хлеба будет как у палочника, а комель – как у тростника. Подай нам средства, достаточные для того, чтобы отпустить сытым пришедшего к нам голодного и отогреть озябшего. Аминь». Норв. Ц. «После пашни, помолившись, кладут в деревянную палочку (ленкес) ложку каши и накрошенные яйца и зарывают в загоне («ана çине кайса вараççĕ»). Менч. Чист. «Ака пăтти―моленье пашни или в середине ее». Ib. Ака пӑтти ђӳкленӗ кун, день, в который совершается моленье «ака пӑтти». Ib. Вовремя «ака пăтти» хуранĕпе ђашăкне утă (scr.ута) çине лартаççĕ, т.е. котел и чашку ставят на сено.| В Череп. это моленье устраивается перед пашней (акана тухађђен), при чем каша и маленькое яйцо (вăрлăх çăмарти) зарываются на загоне.