Kuranta kvanto de vort-artkoloj: /55000  

Автан сӑри [1:61-63]

Автан сăри, (авдан сыриы), parentalia autumnalia, ita dicta, quia tunc temporis gallum mactare mos est. Осенний праздник по случаю поминовения усопших. V. Магн. 179 sqq. | Т.-И.-Шем. «Автан сăри»―ăна ĕç пĕтерсен тăваççĕ. «Петушиное пиво»―его совершают после окончания полевых работ . Ib. 206. Автан сăри йĕтем уйăхĕнђе уйăх таврăнсан кĕçнерни-кун каç (ерне-каç) пулат̌. Унђђен малтан сăра тăвса хатĕрлесе хураççĕ; сăрине тунă ăсли ĕлкерсен те, сăрине сĕрнĕ ђух та малтан вилнĕ çынсене хываççĕ, унтан хăйсем астiвеççĕ. Кĕçнерни-кун икерђĕ пĕçерсе, çимĕçсем пĕçерсе, ерек илсе хатĕрленсе тăраççĕ. Ӑрама тухса автан пусаççĕ, автанiн тĕкне-мамăкне ăрамах вĕçтерсе хăвараççĕ. Каç пулсан вара хăй çутас умĕн Мун-кунти пекех ăратнiсене ђĕнсе пуçтарса, алăк патне сĕтел лартса, çуртасем çутса (самодельные свечи), ђĕреспе ђашкă лартса вилнĕ çынсене хываççĕ. Кил хуçи сĕтел хушшине минтер çине улăхса вилнĕ çынсене кĕтсе ларат̌. Хывма Мун-кунти пекех хываççĕ; кашни хываканнĕ калат̌: «Умăнта пултăр, сĕт кӳлĕ пултăр; епир асăнатпăр, есир ан асăнăр», тет. Хывса пĕтерсен хывнине тула хапха умне кăларса тăкаççĕ, унта камалсăрсене хывма виçĕ пĕђĕкçĕ икерђĕ, куркапа сăра йе шыв илсе тухаççĕ, савăтсене ђӳхесе тăкма витрепе таса шыв илсе тухаççĕ. Кĕнĕ ђух савăђĕсене пăлтăра лартса хăвараççĕ, витрипе пӳрте пусăран шыв ăсса кĕреççĕ: «Çурт телейлĕ пултăр, тулли мари тулли пултăр», тесе. Хывса кĕрсен вара кĕрекене сĕтел лартса ĕççе çийеççĕ те тепĕр çын патне кайса çавăн пекех хывса ĕççе çийеççĕ. Çĕрĕпе, ĕрет тухиђђенех çапла хывса ĕççе-çисе çӳреççĕ. Обряд петушиное пиво справляют в масяце йĕтем уйăхĕ, после полнолуния, в четверг вечером. Перед этим заранее варят пиво. Как в то время когда поспеет сусло для пива, так и тогда, когда процеживают пиво, сначала совершают возлияния (libations) умершим, а потом пробуют сами. В четверг приготовляются к совершению обряда: пекут блины и другие кушанья и покупают водки. Выходят на улицу и колют петуха, при чем перья и пух его разбрасывают по воздуху тут же на улице. Когда завечереет, то перед тем как зажигать огни, собирают, точь-в-точь как на пасхе всю родню, ставят у двери стол, засвечают самодельные свечи, ставят черяс и чашку и приносят жертву умершим. Хозяин дома садится за стол, на подушку и ждет покойников. Самое жертвоприношение справляется совершенно так же, как и на пасхе; каждый из участвующих в нем говорит: «Да будет это перед тобою, да будет молочным озером. Мы (вас) поминаем, а вы нас не поминайте». По окончании обряда то что принесено в жертву, выносится за ворота и здесь выбрасывается и выливается, туда же выносят три маленьких блина и ковш пива или воды для принесения жертвы безродным покойникам, а также с чистою водою для споласкивания посуды. Когда входят в избу, то посуду оставляют в сенях, а в ведре приносят в избу воды, почерпнутой в колодце. При этом говорят: «Пусть будет счастье в этом доме, и пусть неполное станет полным». После принесения жертвы ставят в передний угол стол и пируют, а потом идут в другой дом, где приносят жертву покойникам и пируют так же, как и в первом. Таким образом они ходят по домам всю ночь, принося жертвы и пируя в каждом из них, до тех пор пока не обойдут всю родню.