Kuranta kvanto de vort-artkoloj: /55000  

Арманла [2:65]

Арманла, ludi genus, cum pueri moiam e glacie factam et in paxillum insertam versando delectantur, назв. игры (верчение ледяного жернова). Орау. Епĕр ĕлĕк кĕр-кунне пăр çинђе арманла выљаттӑмăр. Пăр пĕр шит хулăмăш пек шăннă ђухне, пĕве çинђи пӑртан пĕр аршăн тăваткалӗ пек çавраканн касса кăлараттăмӑр та, ăна айал йенђен пуртӑ сăмсипе пăркаласа шӑтарса пĕр çу лупашки пек тĕпек вырăнĕ тăваттӑмăр. Армањ тĕпеккине пăр çине пӗр-ик кун малтан çапса кӳртсе шӑнтнă патак пуçне йакатса (тӳрлетсе) тăваттăмăр йе пăр çине шăнса ларнă пăр катăкĕнђенех тăваттăмăр. Унтан хай армана, тĕпекки çине тĕпек лупашкине тӗл туса, лартаттăмăр та, каллех арманін çийал йенђен пĕр хĕрне (=хĕррине) пуртӑ сăмсипе шăтăк тӑваттăмăр. Çав шăтака туйана тăрăнтарса, туйапа çавăрса авăртаттăмйр. Арманĕ пĕр пек çаврака пулмасан, ăна авăртнӑ (çавӑрнă) ђухне пуртӑ çивĕђĕшне хирӗç тытса çавракалататтăмăр. Çап-çаврака пулсан, арманĕ, пĕре авӑртса йарсан, тахçанђђен (очень долго) халтăртатса авăрса ларат̌-ђĕ. Ib, Ађасам пĕве çинђе арман тăваççӗ.