Сайтри статья шучӗ: /55000  

Арман [2:6-10]

1. Арман, (арман), molae, moletrina, мельница. Мельницы бывают: ал-арманĕ, аларман, mola manuaria, ручная мельница (см. на своем месте); шыв арманĕ, шыв армањ, шыв-арман, molae aquariae, водяная мельница; çил арманĕ, çил армањ, çил-арман, molae, quae venti impetu versantur, ветрянка; кĕрпе арманĕ, molae, quibus grana frumenti a tunicis separantur, круподерка; лаша арманĕ, quae iumentis, вут арманĕ, quae vi vaporis versantur, паровая мельница. Тоскаево. Арман виçĕ тĕрлĕ пулат̌: кĕрпенĕн, шыв арманĕ тата çил арманĕ. N. Пирĕн арман талăкра (=тавлăкра) икçĕр пăт тырă авăртат̌. Наша мельница мелет 200 пуд. в сутки. N. Еп тырра хамăр армана кăлартăм. Я вывез хлеб на свою мельницу. Альш. Арманта вырăссем вырăсла калаçаççĕ. На мельнице (были) русские, (которые) говорили по-русски. Изамб. Т. Инçе ан кайăр, вырӑс арман айне лартма илсе кайĕ (стращают детей). N. Хватлă çилте арман йамаççĕ (не пускают в ход). N. Арманта тырă, нумай, хаљах ђepeт тивес çок. N. Аслатте калани. Йетĕрне уйесĕнђе, Упи вулăсĕнђе, Алмађ, йатлă сала пур. Çав Алмађ, арманне лартма пуçланă ђух, ђи малтан, ĕçе пуçлиђђен, шыв хĕрне вешник умне тăваткăл шăтăк авăлтрĕç, тет. Шăтăк тĕпне çынна лармалăх çĕртен пукан пек хаварђĕç, тет. Шур хăва тĕммисем панђе пĕр aђa йурăсем йурласа ларат̌, тет. Вăл ађана Хапăс вăрманĕнђен вăрласа килнĕ, тет. Шăтăкне ђавса пĕтерсен, ку aђa çине пĕр çăкăр çакрĕç, тет. Тата шăтăка пĕр алтăр шыв хуђĕç, тет. Вара çав ађана шăтăка лартрĕç, тет те, çийелтен çĕрпе витсе хуђĕç, тет. Ку: шыв арманĕ ан татса кайтăр (scr. кaйђĕp), тесе, хурађђĕç, тет. Хаљ çын вырăнне кушак ђунĕ йе ђăxă ђунне хураççĕ, тет. (Çĕн-йал старикки Симйан. 3-V-1923 г.). Cт. Чек. Армана шыв илнĕ (или: урапана шыв илнĕ). Мельница в подпруде, т. е. подтоплена. Ѳ. Захаров. Кĕрпе арманĕ. Кĕрпе арманĕ икĕ пайа уйрăлат̌: 1) лаша çаврăнаканни 2) лаççи. Лаша çаврăнаканнин варрине тăваткăл шăтăк тăваççĕ. Çак шăтăк варрине пысăк вал (1) тăратса хураççĕ. Таракан валăн айал пуçне, вĕçне пĕр шите йахăн хăварса, шăллă, урапа (4) кĕртсе лартаççĕ. Çӳлерех, вал ăшне турта (2) лаша кăкараканни (3) кĕртсе хураççĕ. Тăваткăл шăтăк урлă, валăн лаç йенне, йывăç хураççĕ, çак йывăçа пуçелĕк (20), теççĕ. Çак пуçелĕк çине вал хураççĕ. Ку валăн тепĕр пуçĕ лаçра тепĕр пуçелĕк çинђе выртат̌. Выртакан валăн лаша çаврăнаканнинђи пуçне, пысăк урапан шăлĕсем тĕлне, ултура, урăхла штĕрнек (5), кĕртсе хураççĕ. Выртакан валăн лаçри пуçне, вĕçне пĕр аршăн хăварса, шăллă, урапа (7) тăхăнтарса хураççĕ. Лаçри урапан çурри шăтăкра тăpaт̌. Шăтăк тăрăх, урапан шăлĕсем йенне, валăн çӳл йенне, йывăç хураççĕ. Ку йывăçăн пĕр пуçĕ (19), ђула улăхтарса антараканнине (18) пăркаласан, çĕкленет те, анат̌ те. Çак йывăçăн вăта çĕрне тимĕр йĕке (9) тăратса хураççĕ. Йĕке çине, урапан шăлĕсем тĕлне, ултура (8) тăхăнтарса хураççĕ. Çӳлерех парапан (10) ăшне, йĕке çумне вĕркĕç тăваççĕ. Йĕкен çӳл вĕçне тĕпек тăхăнтараççĕ. Тĕпек çинђе çийелти ђул выртат̌ (11). Айалти ђул шăтăкне, йĕке тавра, сӳспе питĕреççĕ. Çӳлти ђулăн шăтăкĕ тĕлне, пĕрме (14) айне, сыпка (13) çакса хураççĕ. Пĕрмене икĕ кашта çине çакса хураççĕ. Тĕш, хывăх саланса ан кайтăр, тесе, ђулсем тавра кăшкар (12) тăваççĕ. Кăшкар ăшĕнђен валак (15) тухат̌. Валак хывăх тухаканнин (16) ăшне кĕрсе пĕтет. Хывăх тухаканнине парапан çумне вĕçĕпе çыпăçтарса хураççĕ. Хывӑх тухаканни тĕлĕнђе парапан уçă. Хывăх тухаканни айĕнђе лар (17). Лаша çаврăнаканниђе пысăк урапана, штĕрнеке, выртакан валăн пайне хăмасемпе витсе хураççĕ. Лашана туртана кӳлсе çавăрсан, тăракан валпа пĕрле пысăк урапа çаврăнат̌. Пысăк урапа шăлĕсемпе штĕрнеке лексе выртакан вала çаврат̌. Выртакан валпа лаçри урапа çаврăнат̌. Лаçри урапа, шăлĕсемпе ултурана лексе, йĕкене çаврат̌. Йĕкепе пĕрле вĕркĕçпе çийелти ђул çаврăнаççĕ. Сыпка çумĕнђи патак, çийелти ђул шăтăкин хĕррине лексе ђул çаврăннă май ђĕтрет те, сыпкана ђĕтретсе, пĕрмерен сыпка витĕр пăрийе ђул шăтăкне йухтарат̌. ђул шăтăкĕнђен пăри, икĕ ђул хушшине пулса, икĕ пайа уйрăлат̌: пĕр пайĕ тĕш пулат̌, тепĕр пайĕ хывăх пулат̌. Тĕшпе хывӑх, ђулсем хушшинђен тухсан, валак тăрăх хывăх тухаканнине йухса анаççĕ. Хывăх тухаканнинђен хывăх, парапан ăшĕнђен вĕркĕç вĕрнипе, хăй çулĕпе лар хыçне вĕçсе тухса кайат̌; тĕш лара сирпĕнет. Кĕрпе тăвас тесен, тĕше тепĕр хут авăртаççĕ. Изамб. Т. 4° Çил арманĕ. Çил арманăн пури ултă пиђетнирен ытла пулмас. Хăш-хăш арманăн лаççи пулат. Арманăн çунађĕ тăваттă, улттă, саккăр, вуннă пулат. Çунађĕсем вала çавăраççĕ. Валăн вăта çĕрне пит пысăк урапа тăхăнтартнă. Ул урапан хĕрринђе шăлсем пур. Ул шăлсем йĕкенĕн çӳл тăрринђи улт-урапана лекет. Йĕкенĕн айал пуçĕ ухвађĕ ђулăн шапине лекет. Çил-арманта пĕрре те иккĕ те ђул пулат. Тырра арманта пĕрмене хываççĕ. Унтан тырă, ђул айне йухса анса, çăнăх пулса, лара йухса тухат. ђул çĕклекеннипе армана хытă кайсан пусараççĕ. Çаплах çăнăха вĕтĕ те шултăра та тăваççĕ. Армана çиле хирĕç тăвас тесессĕн, хӳрипе пăраççĕ. Арман ђулне тăкçапа тăкаççĕ. Ветряная мельница. Сруб ветряной мельницы бывает не более шести погонных (печатных) сажен в вышину. У некоторых мельниц бывает амбар (нижний сруб). Крыльев у мельницы бывает четыре, шесть, восемь и десять. Крылья вертят вал. На средину вала надето огромное колесо. На краях колеса зубцы. Эти зубцы задевают за шестерню, находящуюся на верхнем конце веретена. Нижний конец веретена вставлен в порхлицу. Ветряная мельница бывает об одном и о двух поставах. Хлеб на мельнице сыплют в ковш: оттуда хлеб сыплется под жернов, обращается в муку и попадает в ларь. Если мельница мелет чересчур быстро, то, чтобы замедлить ее ход, по-дымают подлегчину. Ею же пользуются и для того, чтобы смолоть муку помельче или покрупнее. Чтобы поставить мельницу против ветра, её поворачивают правилом. Жернов насекают насекой. Альш. Арман айне çын тытса йанă. Тĕрлемесре пĕр çын виçĕ лаши-мĕнĕпех çухалнă. Елшелсем вăрмана кайма хăранă çавăнтан. Арманта темĕн те пур: армана хăйне усал туса панă, арман мелникĕсем çавăн пек-усалпа пĕр майлă çынсем. Самай ăсти ђĕлхе пĕлет: çавăнпа усалсемпе килĕштерет. Армана тусанах, айне çын йамасан, авăрмас: усал çын ђунĕпе улăштарат; ăна пĕр-пĕр çын ђунĕ кирлĕ, Под (вновь построенную) мельницу пускали (в виде жертвы) человека. В с. Тюрлеме один человек пропал (таким образом) вместе с тройкою лошадей. По этой причине альшеевцы боялись ходить в лес. На мельнице можно встретить самые страшные вещи: и самую мельницу устроил чорт, а мельники―это люди, которые действуют заодно с чортом. Наиболее искусные из них знают наговоры (заклинания) и потому и живут в мире с чертями. Если построишь мельницу и тут же не опустишь под нее человека, то она не будет молоть, потому что чорт берет за нее взамен человеческую душу: ему нужна человеческая душа. Чуратч. çавалта хăш-хăш арман айăнђе усалсем пурăнаççĕ. Вăсене çур-кунне, кĕр-кунне тата çула, йалан пĕр вăхăтра, ерех ĕçтермесессĕн, усалсем арман пĕвине татса йараççе. Тата хăш-хăш çын арман айне, арманне лартнă ђух aђa ђĕрĕлех лартаççĕ. Под некоторыми мельницами на р. Цивиле живут черти. Если весною, осенью и летом, всегда в одно и то же время, их не попоят вином (т. е. не совершат им возлияний), то они прорывают мельничную плотину. Также некоторые люди при постройке мельницы опускали под нее живого ребенка. Н. Седяк. Арман кĕлетĕнђе сăра курки пек пĕр куçлă шуйттан пур, теççĕ; арман шуйттанлă пулат̌, теççĕ. Çĕрле ђарнă армана авăртат̌, теççĕ. Говорят, что в здании мельницы обитает одноглазый чорт, с глазом величиною с пивной ковш, и что таким образом на мельницах бывают черти. Говорят, что он (т. е. одноглазый чорт) мелет ночью, пустив в ход остановленную (мельником) мельницу. Микушк. ђăвашсем арманта шуйттан нумай пурăнат̌, теççĕ, ăна çĕрле авăртакансем кураççĕ, тет. Пĕр çын çĕрле арман авăртнă, тет; вăл вăхăтра, арман хуçи Хĕлип йатлă пулнă, тет. Арман авăртакан çур-çĕр çитес ђух армана çăнăх катма кĕнĕ, тет. Арман ђул çинђе пĕђиккĕ, шур сухаллă старик ларат̌, тет; арман ђулĕ тапах ђapăннă, тет. Ку çын хăранипе арман хуçине калама ђyпca кĕрсе кайнă. Хĕлипĕ, вăл сăмаха илтсен, пĕрре те хăрамасăр, мăкăртатса тухат̌, тет: татах тухса ларнă пуха (i. q. пулĕ-ха), çапла ларакан-ха вăл, тесе. Иккĕш те йунашар утса пыраççĕ, тет, анђах хăйсем пынă ђух ђул çинђе нимĕскер те çук, тет, ђулĕ ђиперех авăрса ларат̌, тет. Чуваши говорят, что на мельнице живет много чертей. Это видят те, кому приходится молоть ночью. Один человек молол ночью хлеб; хозяином мельницы тогда был некто Филипп. Когда помольщик пошел около полночи на мельницу, молоть муку, он увидал там маленького белобородого старичка, сидевшего на жернове, который вдруг перестал вертеться. В страхе помольщик побежал в избу, чтобы сообщить хозяину мельницы о том, что он увидел. Выслушав его, Филипп ничуть не смутился и только пробормотал, выходя из избы: «Опять, поди, он вышел; он всё так выходит и садится (на жернов)». Тут они пошли на мельницу, идя рядом и не отставая один от другого, но когда она пришли, то на камне уже никого не было, и он молол (versabatur), как надо быть, по прежнему. Курм. Уй варринђе ухмах арăм ташлĕ. (Арман). Среди поля пляшет сумасшедшая баба. (Загадка: ветряная мельница). Собр. 278°. Арман патне вĕреннĕ йытă унтах вилет, теççĕ. Собака, привадившаяся к мельнице, там и околеет. (Послов.). Альш. † Çил арманĕ пурасан, ыраш пулмас, тийеççĕ. Говорят, что если срубить ветряную мельницу, то не будет родиться рожь. (Отклик старинного предразсудка). || Имен. Вăл пуш армана-кăна авăрат=тăвас çук йапала çинђен калаçат. Он попусту мелет (болтает). || Hiс sequuntur appellationes partium арман, per litteras digestae, ipsius vocabuli арман nulla ratione habita. Adduntur numeri, qui ad simulacra pertinent, quae extremo libro adiicientur. Notis etiam quibusdam usus sum: pro шыв арманĕ Ш. posui, pro кĕрпе арманĕ К, pro çил арманĕ A. Omnes quae hiс desiderabuntur voces alio loco quaeren-dae sunt. Ниже следуют в азбучном порядке названия отдельных частей арман и относящихся сюда предметов. В составных названиях слово арман при распределении слов во внимание не принимается. Номера при названиях и в тексте указывают на соответствующие части чертежей, которые будут помещены в конце выпуска. Номенклатура, не вошедшая в настоящую статью, будет приведена в соответствующих местах Словаря. Сокращения: Ш―вод. мельн., К―обдирка, A―ветрянка. Неизбежные неточности и неполнота объясняются малою ознакомленностью составителя с мукомольным делом, а также недостаточностью материала.