Арлă-пирлĕ, v. ignota, неизвестное слово в заклинании. Альш. Тĕтĕрни. Йе пĕсмĕлле, турă çырлах! Тăвас ђӳкĕ çырлахтăр, хывас вилли пиллетĕр. [Адам йатсăр çуралат̌ етем Ей кутĕнђе пĕр тĕк çав. Эти слова в рукописи зачеркнуты]. Йе пĕсмĕлле, Адам йатсăр çуралмас. Атăл урлă, Сăр урлă лаша патман (чит.: Ашапатман) старик килнĕ―çăварĕнђе пĕр шăл, кутĕнђе пĕр тĕк; çав вĕрет те сурат та, кăларат та йарат та: ылттăн таканипе авăсса кăларат, кĕмĕл шăпăрĕпе шăлса кăларат. Пăлат (булатным) çĕççипе касат та ђикет те, кăларат та йарат та. Вĕрӳçĕ карђăк килте çук, пырса йарăтăм, укçи çук. Куç тух, куç тух! Каç кайса вырттăр, ир выљаса лартăр; хăмла пек хăпартăр, çулçă пек саралтăр (надо: сăралтăр). Сала-кăмпи салатса йарат, йуман-кăмпи вĕрсе сурса кăларат. Ип пултăр, сип пултăр, вĕрни-сурни çак пултăр. Суйа тени ђăн пултăр, вĕрни-сурни çак пултăр (пусть на этом кончится отчитывание). Кун кунлама кун патăр, çĕр çĕрлеме çĕр патăр, турăран ырлăх пултăр, етемрен сиплĕх (польза) пултăр. Çан (тело) çăмăллăхне, пуç сывлăхне патăр. Арлă-пирлĕ хура куç, йухса пыран йухăм шыв; йухăм шывпа йухса кайтăр, вĕçен çилпе вĕçсе кайтăр. Кун таврăнат (как вновь возвращается день)―таврăнтăр, çер таврăнат―таврăнтăр, пĕлĕт сирĕлет―сирĕлтĕр. Пĕвĕнђен―сийĕнђен, ӳтĕнђен―тирĕнђен, шăмминђен―шаккинђен, сăнĕнђен―сăпатĕнђен, ђĕринђен, ђĕрни вĕçĕнђен тухса кайтăр. Куç тух! Куç тух! Йуман-кăмпи çинђе вуттăмас, Иван çинђе куç тăмас Куç тух! Куç тух! Т̌фу! Хура куç, сарă куç, çирă (карий) куç... куç, хура çынта хура куç, сарă çынта сарă куç, çирă çынта çирă куç. Кун таврăнат―таврăн, çĕр таврăнат―таврăн, пĕлĕт сирĕлет―сирĕл―ыран та мар, пайан та мар, хађ те пулiн халех, тет. Куç тух! Т̌фу!