Словарных статей на сайте: /55000  

Показаны записи 1-7 из 7.

Ăшă кĕлет [4:92]

Ăшă кĕлет, сл. не выясн. зн. Альш.

Ăшăла [4:92]

Ăшăла, (ŏжŏла), ăшăлла, в теплом виде. В. Олг. Ăшала. КС. Пашалăва ăшăлла ҫима лайăх. Приятно есть лепешку в теплом виде. Сир. 187. Ҫак ҫăкăрсене епир килтен ăшăлах илсе тухнă-ђђĕ, кунта ҫитиђђен йăлт типсе кăвакарса пĕтрĕҫ. Этот хлеб мы захватили с собой в теплом виде, но пока мы прибыли сюда, он весь зачерствел и заплесневел.

Ăшăлантар [4:92]

Ăшăлантар, то же, что ăшалантар. Чебокс. Ҫавӑнтан вара мана вĕлтренпе ăшăлантарни хăпара-хăпара тухрĕ те, епӗ пĕр ернене йахăн лараймасăр пурăнтăм. После того, как меня побили крапивой, у меня выскочили волдыри, и я целую неделю не могла садиться.

Ăшăлла [4:92]

Ăшăлла, то же, что ăшăла. || Опой. Хурамал. Лашана, тарласан, ĕҫтерсен: ăшăлла пулат̌, теҫҫĕ. Если напоить лошадь, когда она в поту, то, говорят, она заболеет. Чертог. Ăшăлла пȏлсассăн. Если лошадь будет опоена.

Ăшăн [4:92]

Ăшăн, греться. Юрк. Сивĕре-мĕнте ҫӳресе, шăнса таврăнсан, пӳрте кĕрсе, кăмака ҫине улăхса ларсан, савăнса: ех! тет, епĕ, патша пулсан, йалан ҫапла кăмака ҫинђе ăшăнса-кăна ларăттăм! тет. Если он войдет в избу после того, как походит на холоде и озябнет, и залезет и сядет на печку, то говорит: «Эх! если бы я был царем, то всё сидел бы на печке и грелся!» N. Кунсем ăшăнса килнипе йурсем ирĕлме пуҫлаҫҫĕ. Благодаря тому, что дни становятся теплее, начинает (кругом) таять снег. Орау. Ђӳређе куҫӗсем ăшăна пуҫларĕҫ те (при пожаре), пĕтĕмпе сехре хăпрĕ. Оконные стекла начали нагреваться, и я очень испугалась. Регули 364. Ăшăнмалла ђопăпăр. Побежим, чтобы согреться. Ib. 330. Хăвар онта, онтах ăшăнакан. Оставь там, там же согреется. Т. Григорьева. Пӳртрен тĕтĕм тухмасăр пӳрт ăшăнмас, теҫҫĕ. Пока из трубы не пойдет дым, изба не согреется. (Послов.). N. Ăшăнса, савăнса. || Гореть. Альш. Пĕр самантра 18 килĕ ăшăнђĕ. В миг сгорело 18 дворов. Орау. Ашăнђĕҫ, сгорели, погорели. Ib. Пăхăр-ха мал йенелле—пĕр йал ăшăнат̌ (горит). Смотрите на восток— деревня горит.

Ăшăнтар [4:92-93]

Ăшăнтар, позволять греться. К.-Кушки. Есĕ ăна мĕшĕн кăмака ҫумӗнђе ăшăнтаран? || К.-Кушки. Ес мĕскер кăмака ҫине улăхса лартăн?—шăнтăн-им? Еп сана ăшăнтарăп! («Я тебе дам греться! —говорит с угрозой).

Ӑшăла [4:92]

Ӑшăла, (ŏжŏла), почувствовать жару. Завражн.