Сайтри статья шучӗ: /55000  

Ĕлкĕр [4:102-103]

Ĕлкĕр, (ŏл’гŏр, э̆л’гэр), успевать, поспевать. Юрк. Унђђен те пулмас, ку мĕн пулнине те вĕсене каласа ĕлкĕреймес (не успевает рассказать о случившемся)... Ст. Чек. Пăлакакка лайăхрах тытса та ĕлкĕрейнест, ― кушак мишукран сиксе тухат та, Йухлă шывне сикет те. Тетка Палагея не успела и поймать кошку, как та выпрыгнула из мешка и бросилась в р. Яклу. Н. Тойдеряк. Лешĕ тарса та ĕлкĕреймес. Тот не успевает и убежать. Юрк. Кĕсем, айвансем, ухмахскерсем, курма, тесе, пӳртрен тухса та ĕлкереймеççĕ, хайхисенĕн пӳрт тăрри йалкăша та пуçлат. Эти, глупые, не успевают и выйти, чтобы посмотреть (что происходит), как крыша их дома начинает пылать. || Созревать, поспевать. Изамб. Т. Ыраш вырса пĕтернĕ çĕре çуртри (ака тырри) ĕлкĕрет. К концу жнитва ржи поспевают яровые хлеба. Ib. Ул ака тыррипе пĕрле ĕлкĕрет. Он (лен) поспевает вместе с яровыми. Сред. Юм. Ыраш вырса пĕтерне çĕре орпасĕм ĕлкĕреççĕ те. Пока выжинают ржаной хлеб, уже поспевает ячмень. N. Хăймалу ĕлкĕрсен, хываççĕ, Байгл. Ах, сăра ĕлкĕрмерĕ-ĕçке, мĕн ĕçлем-ши! тесе, ђупса çӳреççĕ! Хлопочут и беспокоятся о том, что пиво не поспело. || Скипеть. Юрк. Сăмавар ĕлкĕрсен, сĕтелли çине пырса лартсан, тытăнаççĕ ђей ĕçме. Когда поспел (скипел) самовар и его поставили на стол, стали пить чай.